«Манăн Ҫеҫпĕл» сăвă конкурсĕ иртрӗ
Чӳк уйăхĕн вун улттăмĕшĕнче чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ поэчӗ
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Ҫавна май чÿкĕн вун виççĕмĕшĕнче
Комсомольскинчи тĕп библиотекăра «Манăн Ҫеҫпĕл» сăвă конкурсĕ иртрӗ.
Уява чӑваш чӗлхипе литература
вӗрентекенĕсемпе шкул ачисем хутшăнчĕç.
Вĕренекенсем чăваш халăхĕн чаплă поэчĕн пурнăҫĕпе тата
пултарулăхĕпе тарăнрах паллашрĕҫ. Çеçпĕл Мишшин хӗрӳллӗ те вӑйлӑ, чăваш халăхне
чуралăхпа мăшкăлтан хӑтӑлма чӗнекен, çĕнĕ пурнăçа мухтакан сӑввисене пăхмасăр
каларĕç. Поэтăмăр пĕр хăйĕн чапĕшĕн хыпса çунакан çын пулманнине ӑнланчӗҫ,
тӑван чӗлхене манӑҫа кӑлармалла маррине ҫирӗплетрӗҫ.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 7-8 класра вĕренекенсем хушшинче Варвара Тихонова çĕнтерÿçĕ, Марина Петухова призёр, 9-11 класра веренекенсем хушшинче Дарья Арсентьева çĕнтерÿçĕ пулчĕç. Вĕсене саламлатпăр, малашне те маттур та хастар пулма сунатпăр.