Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет

Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет

Хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулӑр,

Ҫӗр-шывӑн хастар ачисем.

Вут кайӑклӑн вӗҫӗр, ан юлӑр,

Ан юлӑр кун-ҫул уттинчен!


Чӳк уйӑхӗн 16- мӗшӗнче пирӗн мухтавлӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Пӗр ӗмӗр каялла ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ Ҫеҫӗл Мишши кашнин чӗринче яланлӑхах ҫутӑ сӑнар пулса пурӑнать.

Юпа уйӑхӗн 29- мӗшӗнче Комсомольски тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем Канаш муниципалитет округӗн Ҫеҫпӗл музейӗнче пулса кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ, унӑн сӑввисене витӗмлӗн шӑрантарчӗҫ, тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫларӗҫ.

 Комсомольски 2- мӗш вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем те ку семинара хастар хутшӑнчӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишшин вилӗмсӗр сӑввисем яланах пирӗн асра пулӗҫ.