Грамматика ҫĕр-шывĕнче
Грамматика ҫĕр-шывĕнче
Чăваш чĕлхи эрнине халалласа Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулта 5а класра вӗренекен ачасем «Грамматика ҫĕр-шывĕнче» пулчĕҫ. Ачасем «Метаграмма» айлăмĕне, «Йывăҫсем» сăрт ҫине, «Ваттисен сăмахĕсем» хулана, «Ҫĕнĕ сăмахсем» станцине, «Ребус» уҫланкине, «Клоуз-тест» тинĕсне ҫитсе курчĕҫ. Унта хĕрачасемпе арҫын ачасем тĕрлĕ ĕссене пурнăҫласа тăван чĕлхене аван пĕлнине ҫирĕплетсе пачĕҫ.