«Чăваш чěлхи – тăван чĕлхе» ăстăн вăййи иртрĕ
«Чăваш чěлхи – тăван чĕлхе» ăстăн вăййи иртрĕ
Чăваш чĕлхи эрнине халалласа тата ачасен пултарулăхне, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, анлă пĕлӳллĕ, пысăк тавра курăмлă пулма вĕрентес тĕллевпе Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулта 5к класра вӗренекен ачасем хушшинче «Чăваш чěлхи – тăван чĕлхе» ăстăн вăййи иртрĕ. Ачасем сăмахсене чăвашла куҫарчĕҫ, пуплев пайĕсем ҫинчен вĕреннине пĕтĕмлетрĕҫ, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене епле пĕлнине ҫирĕплетсе пачĕҫ. Вăйă арчи пайри ĕҫсене те ачасене пур кăмăлтан пунăҫларĕҫ.