Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа

Пĕтĕм тĕнчери тăван  чĕлхе  кунне халалласа
Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа

Тӑван чӗлхе – халӑх чунĕ. Чӗлхе пӗтсен – халӑх пӗтет. Тӑван чӗлхене упраса-сыхласа хӑварасси, ӑна малалла  аталантарасси – кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ.

        Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне уявлать.  Çавна май Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулта нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче   «Тăван чĕлхе – халăх чунĕ» ятпа  калаçу иртрĕ.

 Вунпĕрмĕшсем тӑван чӗлхе кунĕн историйĕпе, тĕрлĕ чĕлхесемпе тĕплĕн паллашрĕç. Яшсемпе хĕрсем чăваш чĕлхине ытти чĕлхесемпе танлаштарса тĕпчерĕç, чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвăсемпе  паллашрĕç.

      Чăваш чĕлхи — чăваш халăхĕн чĕлхи, тĕрĕк чĕлхисен йышĕнчи пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ, шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.