Хӗрлӗ кӗнеке страницисем тӑрӑх

Хӗрлӗ кӗнеке страницисем тӑрӑх
Хӗрлӗ кӗнеке страницисем тӑрӑх

Пӗтӗм Тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ эрнен планӗпе килӗшӳллӗн, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 2 а класра «Хӗрлӗ кӗнеке страницисем тӑрӑх» темӑпа урок иртрӗ. Вӗренекенсем Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнеке страницисем тӑрӑх “ҫул ҫӳреве” тухрӗҫ, сайра тӗл пулакан тата ҫухалса пыракан ӳсен-тӑрансемпе, чӗр чунсемпе, вӗҫен кайӑксемпе, хурт-кӑпшанкӑсемпе паллашрӗҫ, ыйтусем ҫине савӑнса кайсах хурав пачӗҫ, урок вӗҫӗнче кроссворд шутларӗҫ. Ачасем вӑл е ку сӑлтавсене пула пирӗн таврари хӑш-пӗр ӳсен-тӑрансене, чӗр чунсене, вӗҫен кайӑксене, хурт-кӑпшаншӑсене, кӑмпасене пӗтме парас марччӗ, ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗпе илемне кашни ҫыннӑн ӳстерсе пырасчӗ тесе  пӗтӗмлетӳ турӗҫ.