6к класс вӗренекенӗсем Марионелла Николаевна Тимофеевӑпа тӗлпулу ирттерчӗҫ

6к класс вӗренекенӗсем Марионелла Николаевна Тимофеевӑпа тӗлпулу ирттерчӗҫ
6к класс вӗренекенӗсем Марионелла Николаевна Тимофеевӑпа тӗлпулу ирттерчӗҫ

Эп нихăш чĕлхене те хурламастăп,

Тăван чĕлхем çапах та хаклă теп.

Ăçта пулсан та чăвашла манмастăп,

Чăваш чĕлхи вăл маншăн сывлăш пек.


Ҫак йӗркесен авторӗ - Мария Каҫалсем, Марионелла Николаевна Тимофеева.  Комсомольски 2- мӗш вӑтам шкулти 6к класс вӗренекенӗсем Марионелла Николаевна Тимофеевӑпа тӗлпулу ирттерчӗҫ. Тӗлпулӑва пӗтӗм тӗнчери халӑхсен тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.   Марионелла Николаевна ачасене хӑйӗн сӑввисемпе паллаштарчӗ. Унӑн сӑввисемпе композиторсем юрӑ та хывнӑ. Ҫак юрӑсемпе те паллашрӗҫ кадетсем. 

  Ачасем те хавхалансах Мария Каҫалсем ҫырнӑ сӑвӑсене шакӑртаттарчӗҫ. Валерия Цыпленкова (6к класс), Елизавета Козлова (2 а класс), 

Екатерина Петрова (10а класс) вуланӑ сӑвӑсем пурне те тыткӑнларӗҫ. 

Вӗренекенсем М.Н.Тимофеевӑн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен  кӑсӑкланса чылай ыйту пачӗҫ. Хуравӗсене Марионелла 

Николаевна ҫийӗнчех туллин пӗлтерчӗ. 

Юлашкинчен сӑвӑҫ ачасене асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗ.

Ҫакӑн пек тӗлпулусем  ачасен тавракурӑмне аталанма пулӑшаҫҫӗ, тӑван чӗлхе пуянлӑхне туйма хистеҫҫӗ.