«Юрататăп сана, çĕрĕм-шывăм» поэзипе юрă-кĕвĕ каçĕ иртрĕ

«Юрататăп сана, çĕрĕм-шывăм» поэзипе юрă-кĕвĕ каçĕ иртрĕ
«Юрататăп сана, çĕрĕм-шывăм» поэзипе юрă-кĕвĕ каçĕ иртрĕ

        Раштав  уйăхĕн  7-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче «Юрататăп сана, çĕрĕм-шывăм» поэзипе юрă-кĕвĕ каçĕ иртрĕ. Поэзи каçне чăваш халăх поэчĕ, драматургĕ, публицисчĕ, куçаруçă, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чĕмпĕр чăвашĕсен «Эткер» фончĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ преми лауреачĕ, Пушкăрт Республикин Фаттих Карим ячĕллĕ писательсен союзĕн преми лауреачĕ, Чăваш тата Тутар Республикисен тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Комсомольски районĕн хисеплӗ гражданинӗ, пирĕн ентеш, кулленхи пурнăçпа пĕр тан утакан, паян халăха хумхантаракан ыйтусем пирки çивĕч сăмах калама пултаракан, çулăмлă чĕреллĕ Валери Туркай хутшăнчĕ.

    Валерий Владимирович районти шкул ачисемпе тĕл пулчĕ.  «Туркай вулавĕсем» ăмăртура малти вырăн йышăннă çĕнтерÿçĕсем чăваш халăх поэчĕ умĕнче унăн сăввисене вуларĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Арсентьева Дарья «Вăрçă ачи», Петрова Екатерина «Чăваш тупи», Хораськина Виктория «Паллă çын пулнипе ан мухтанăр» сăввисене ĕненÿллĕн те чун хавалĕпе вуларĕç.

    Валерий Владимирович чăваш халăхĕн çитĕнсе пыракан ăрăвĕ унăн сăвисене мĕнле юратнине, мĕнлерех хăпартланса вуланине курса та итлесе тепĕр хут ĕненчĕ.

   Валерий Туркайăн сăввисемпе композиторсем нумай юрăсем кĕвĕленĕ. Хăш-пĕр юррисем те янăрарĕç «Юрататăп сана, çĕрĕм-шывăм» поэзипе юрă-кĕвĕ каçĕнче. Иванов Павел кĕвĕленĕ «Пин-пин юр пĕрчи айĕнче», «Юратса пурăнмалла» юрăсем янăрарĕç.  Михайлова Алина кĕвĕленĕ «Пĕчĕккĕ пуласчĕ» юрра Татьяна Волкова шăрантарчĕ.

     Малалла поэзипе юрă-кĕвĕ каçĕ чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркайăн çĕнĕ сăввисемпе тăсăлчĕ. Хăй вуланă сăввисене ачасем уйрăмах интересленсе итлерĕç.

    Залра ăшăлăх хуçалагчĕ. Ачасен чĕрисенче «Юрататăп сана, çĕрĕм-шывăм» поэзипе юрă-кĕвĕ каçĕ ырă асаилÿсем хăварчĕ. Хаваслă каçра сăвă вуланă ачасем поэт аллинчен ун кĕнекисене илни шкул ачисемшĕн пысăк парне пулчĕ.