Илемлĕ чăваш тĕрри Тĕрлеме пĕлсен кăна…

Илемлĕ чăваш тĕрри Тĕрлеме пĕлсен кăна…
Илемлĕ чăваш тĕрри Тĕрлеме пĕлсен кăна…

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕррин кунĕ. Çак кун йĕркеленĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕ - чăваш  культурине аталантарасси, чăваш тĕррине упраса хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне ÿстересси.

    Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче  Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулӗнчи 6а, 7б, 7к, 8а, 8к классенче " Илемлӗ чӑваш тӗрри тӗрлӗме пӗлсен кӑна" ятпа урок иртрӗ. Ачасем асламăшсен çÿпçинче упранакан пуянлăха илсе килнĕ: сурпан, тухья, масмак, сăмса тутри, ал шăлли. Çак кашни япаларах чăвашлăх палли пур – чăваш тĕрри.

   Ачасене паянхи кунччен упраннӑ тупра тыткăнларĕ. Ачасем шкул ачисемпе  вĕрентекенсем алăпа тĕрленĕ чăваш тĕрриллĕ пуянлăх чуна çывăх пулнине пĕлтерчĕç.

   Вĕренекенсем хушшинче тĕрĕ тĕрлес ăсталăха алла илес текенсем те пулчĕç. Вĕсем те малашне тĕрĕ ăстисем пуласса шанас килет.

 Индюкова С.Г., Арсентьева В.Н.