Чăваш енĕн чаплă çыннисем: Вера Кузьмина

Чăваш енĕн чаплă çыннисем: Вера Кузьмина
Чăваш енĕн чаплă çыннисем: Вера Кузьмина

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина, çĕршыври чи чаплă, сумлă ята тивĕçнĕ чăваш Хĕрарăмĕ, сцена Амăшĕ 100 çул тултарнă май Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсем  унăн пурнăçĕпе пулатулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Уйрăмах  сцена ăсти çинчен кăларнă альбом кĕнекепе  кăсăкланчĕç пиллĕкмĕшсем.

    Вера Кузьминична калăпланă сăнарсем пин-пин куракана кулянтарнă, савăнтарнă, тĕлĕнтернĕ, шухăша янă. Вăл – пысăк сцена ăсти, чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ. Вера Кузьминан пултарулăхне Чăваш Енре те, ун тулашĕнче те питĕ лайăх пĕлеççĕ. Вăл калăпланă сăнарсем пурнăçа çывăх, ĕненмелле, çирĕп кăмăллă пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Театрта ĕçленĕ хушăра Вера Кузьминична ют çĕршыв классикĕсен, паянхи драматургсен, чăваш авторĕсен произведенийĕсенчи 200 ытла роле калăпланă. Вĕсенчен уйрăмах Анне сăнарĕсене палăртмалла. СССР халăх артистки ушкăнпа пĕрле кашни çулах гастрольсене тухса çÿрет. Санкт-Петербург, Мускав, Хусан, Самара, Ульяновск хулисенче, Тутарстанпа Пушкăртстан Республикисенче пулнă.

      Вера Кузьминична - Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк чĕлхисен «Науруз» тата «Туганлык» фестивалĕсен участникĕ. Вăл VII Пĕтĕм тĕнчери паянхи драматургийĕн фестивальне хутшăнса Гран-при çĕнсе илнĕ. Унта сумлă артистка тĕп рольсенчен пĕрне вылянă.

     Вера Кузьмина чăваш халăхĕшĕн чăннипех те юратнă çын пулса тăчĕ.  Эпир хамăр ентешпе мухтанатпăр!