«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023»
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023»

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа наставник ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртрӗ.

Ӑна йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Кӑҫалхи текста Юхма Мишшин «Ҫутлӑх паттӑрӗ» хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2023» акцие 56 вӗренекенпе вӗрентекен хутшӑнчӗ. Диктанта тӗрӗслекен экспертсем вӗсен ӗҫӗсене пӑхса тухса хак пачӗҫ.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2023» акцие хутшӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсене тав туса малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.