И. Я. Яковлевăн ача-пăча калавĕсем

И. Я. Яковлевăн ача-пăча калавĕсем
И. Я. Яковлевăн ача-пăча калавĕсем

    И.Я. Яковлев хăйĕн пĕтĕм пурнăçне чăваш халăхне çутта кăларас ĕçе халалланă. Вăлах чăваш ача-пăча литературине никĕслекенсенчен пĕри пулса тăнă. Унăн калавĕсем асра юлакан сăнарлăхпа тата чĕлхе ансатлăхĕпе палăраççĕ. Хайлав сăнарĕсем (çынсем, чĕрчунсем, йывăç-курăксем) – пĕчĕк вулакансене ăнланма çăмăл та çывăх персонажсем. Чăваш ачисем пуçласа кĕнекесенче тăван халăх юмахĕсене, юррисене, халапĕсене, тупмалли юмахĕсемпе ваттисен сăмахĕсене вула пуçланă.
    Иван Яковлевич Яковлев çырнă ача-пăча калавĕсене ачасем паянхи кун та юратса вулаççĕ, унта вĕрентнисене ăша хываççĕ.
    Çавна шута илсе Комсомольски муниципаллă округĕн «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» МБКУ «И. Я. Яковлевăн ача-пăча калавĕсем» онлайн-викторина йĕркеленĕ. Викторинăра пурĕ 25 ыйту.
    Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем викторинăна хастар хутшăнса сертификат илме пултарчĕç. Пултаруллă ачасене саламласа малашне те ăнăçу сунатпăр