Чăваш чĕлхи - ăс-тăн чĕлхи
Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕршутланать. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук.
Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренеççĕ. Теори материалĕ ачасемшĕн кичем ан пултăр тесен шкулта çăмăл та ансат чĕлхепе калаçмалла. Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлмелле.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи ик эрнелĕхĕ пырать. Планпа килĕшÿллĕн кашни класрах тĕрлĕ ĕç пулса иртет.
5 - 6 классенче «Чăваш чĕлхи - ăс-тăн чĕлхи» ятпа урок иртрĕ. Ачасем чăваш çырулăхĕн историйĕпе, унăн тĕпчевçисемпе, чĕлхе ăсчахĕсемпе паллашрĕç. Чăваш чĕлхи янăравлă та çепĕç чĕлхе пулнине тĕрлĕ ĕç тунă май çирĕплетрĕç.