Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче

Чĕмпĕр  чăваш шкулĕнче
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче

 Чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнĕ май Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулти   ачасем  Чĕмпĕр чăваш шкулне виртуаллă майпа çитсе курчĕç.  Вĕренкенсем И.Я.Яковлев çемйипе, Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе  тĕплĕн паллашрĕç.

   И. Я. Яковлев тăрăшнипе 1868 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче уçнă вĕрентевçĕсем хатĕрлекен шкул. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ ятсемпе паллă пулнă.

И. Я. Яковлев чи малтанах хăй вĕрентсе ăс панă çамрăксенчен халăха вĕрентекенсене хатĕрлес тесе тăрăшнă. Çакă уншăн пĕрремĕш тĕллевĕ пулнă. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме Вишевский И. В., Ульянов И. Н., Ильминский Н. И., Шестанов П. Д. пулăшса пынă. 1868—1871 çулсенче шкул Яковлевăн шалу укçипе çеç тытăнса тăнă.

1877 çултан Чĕмпĕр чăваш шкулĕ халăх вĕрентĕвĕсене кăларакан Чĕмпĕрти тĕп шкул пулса тăрать. 1878 çулта Яковлев шкулта хĕрарăм уйрăмне йĕркелесе ярать.

1917 çултанпа Чĕмпĕр чăваш шкулĕ — шкул вĕрентӳçисен семинари, 1920 çулта — «Чăваш халăх вĕрентӳ институчĕ», 1923 çулта — педтехникум, юлашкинче (1937 çулта) — педучилище пулса тăрать.

И.Я.Яковлев чăваш шкулěнче Н.И.Ильминский системипе ěçлет, малтан ачасене хăйсен тăван чěлхипе  вěрентет, ун хыççăн кăна вырăс чěлхи çине куçать. Н.И.Ильминский пулăшнипе вăл чăвашсем валли çěнě алфавит çырать, кěнекесем пичетлет.

Фотогалерея