Раҫҫей варринче анлӑ Атӑл юхан шывӗ ҫинче вырнаҫнӑ хамӑрӑн юратнӑ Чӑваш Республики ҫинчен калаҫу ирттертӗмӗр

Чӑваш чӗлхипе литература ик эрнелӗхӗ тӑсӑлнӑ май, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулти 5-8-мӗш классенче вӗренекен ачасемпе Раҫҫей варринче анлӑ Атӑл юхан шывӗ ҫинче вырнаҫнӑ хамӑрӑн юратнӑ Чӑваш Республики ҫинчен калаҫу ирттертӗмӗр. Чӑваш Ен карттипе паллашрӑмӑр. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Етӗрне хулисем, 21 район, унсӑр пуҫне хула йышши 8 поселок пулнине палӑртса хӑвартӑмӑр. Ачасем хӑйсем суйласа илнӗ хула ҫинчен, ҫав хулари паллӑ та сумлӑ вырӑнсем ҫинчен хавхалансах каласа пачӗҫ, вӑйӑ та выляса илчӗҫ.