«Туркай вулавĕсем» поэзии фестивалĕ иртрĕ
2023
çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хырай Ĕнел ялĕн Культура çуртĕнче Раççей
Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӱçĕ
çулталăкне , Чăваш Республикин Телейлĕ
ачалăх çулталăкне халалланă республика
шайĕнче «Туркай вулавĕсем» пиллĕкмĕш
фестиваль иртрĕ.
Пултарулăх ăмăртăвне Комсомольски, Елчĕк, Йĕпреç муниципалитет округĕсен вĕренекенĕсем, вĕрентекенĕсем, Валери Туркай сăввисене кăмăллакансем
хутшăнчĕç.
Поэзи фестивальне хутшăнакансем Валери Туркай сăввисене илемлĕ каласа
ăсталăхпа пуларулăха кăтартма пултарчĕç.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулта 7
к класра пĕлӱ пухакан Дарья Арсентьева 1-мĕш вырăна (ертӱçи Арсентьева В.Н.),
Виктория Хораськинăпа (8к класс) Екатерина Петрова (9а класс) 2-мĕш вырăна (ертӱçисем Индюкова
С.Г., Абрамова Л.П.) тивĕçрĕç.
Ҫĕнтерӱçĕсене
саламласа малашне те ăнăçу сунатпăр.