Чăваш чĕлхипе литературин ик эрнелĕхĕ

Чăваш чĕлхипе литературин ик эрнелĕхĕ
Чăваш чĕлхипе литературин ик эрнелĕхĕ



Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ака уйăхĕн 17-мĕшĕнчен чăваш чĕлхипе литературин ик эрнелĕхĕ пуçланчĕ. Эрнен малтанхи кунĕсенче 5-11 классенче „И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитрĕ” виртуаллă экскурсипе паллашнипе пуçланчĕ. Чăваш культурипе çут ĕçĕн паллă ĕçченĕ, педагог-демокрачĕ, çыравçи 1848-мĕш çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Унăн пурнăç çулĕ çинчен калакан тĕрлĕрен кĕнекесемпе, журналсемпе, хаçат материалĕсемпе кăсăкланчĕç ачасем.

Чăваш чĕлхи  ик эрнелĕхĕнче чылай ĕç тума палăртнă.  Вĕренекенсем тĕрлĕ конкурса,  викторинăна хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартма, пĕлĕвне тĕрĕслеме пултараççĕ. Ĕçсене вара тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене валли хатĕрленĕ.

Чăваш чĕлхи эрни малалла тăсăлать. Вăл пуриншĕн те усăллă, тухăçлă иртессе шанас килет.

Фотогалерея