Тĕрĕ ăстин пултарулăхĕ
Чăваш тĕрри – асам
тĕнчи,
Унта ман халăхăн шăпи.
Кун-çулĕ, савнăçĕ,
хуйхи,
Мал ĕмĕтпе çут
ăраскалĕ.
Чăваш тĕрри – çыруллă
тĕрĕ
Вăрттăнлăха уçма
чĕнет.
Чăваш çырулăхĕн никĕсне хываканĕ
И.Я.Яковлев «Чăвашăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ» - тенĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
О.А.Николаев хушăвĕпе 2020 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕрремĕш
хут Чăваш тĕррин кунне уявлама çирĕплетнĕ.
Çак куна халалласа Комсомольскинчи
2-мĕш вăтам шкулти 9а класра тĕрĕ ăстипе тĕлпулу пулса иртрĕ. Тĕлпулăва таврари
паллă тĕрĕçĕ, «Каçал» ансамбль юрăçи В.Н. Хораськина килме кăмăл турĕ.
Валентина Николаевна вĕренекенсене чăваш тĕррин историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, çыруллă
чăваш тĕррин вăрттăнлăхне уçса пачĕ.
Ачасем чăваш тĕрри ытти халăх
тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ пулнине, çип шутласа тĕрленипе уйрăлса тăнине, ĕлĕкхи
вăхăтра чăваш тĕрĕ ăстисем тĕрленĕ чухне вăтăр ытла çĕвĕпе тата çĕвĕсен хĕрĕхе
яхăн тĕсĕпе усă курнине пĕлчĕç.
Халăхра çапла калаççĕ: «Чăваш
тĕрри çыруллă», - теççĕ. Тĕрĕсем çинчи эрешсене вулама
пĕлсен тĕрĕçĕ мĕн каласшăн пулнине пĕлме пулать иккен. Вĕсем çынсене, чĕр
чунсене, йывăç-курăка пĕлтернĕ. Хĕвеле, çăлтăрсене, шыва, вут-çулăма пуç çапнине
пула чăваш тĕрринче çак паллăсем чи малти вырăнта пулнă. Авалах чăвашсем
тĕрĕсенче тĕнче тытăмне хăйсем мĕнле курнине ăнлантарса пама тăрăшнă.
Вĕренекенсем тĕрĕ ăсти хăй чăваш
тĕррипе усă курса хатĕрленĕ хушпупа, сурпанпа, саппунпа, тутăрсемпе, ал
шăллисемпе, сăмса тутрисемпе, пиçиххисемпе тата ытти тĕрлĕ ал ĕç хатĕрĕсемпе
кăсăкланчĕç, çакăн чухлĕ ĕçе тума пултарулăх кирлине палăртрĕç.
Валентина Николаевна хăй юрăçă
пулнине те çирĕплетрĕ. Ачасем ыйтнипе чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ.
9а класс ачисем тĕрĕ ăстине тав
сăмахĕ каласа малашне хăйсем те тĕрĕ ăсталăхне алла илме кăмăл тунине
пĕлтерчĕç.
Çакăн пек тĕлпулусем йĕркелени ачасен
тавракурăмне ÿстерет, йăх-несĕлсен ĕçне-хĕлне хисеплеме, хаклама вĕрентет.