Илемлĕ чăваш тĕрри Тĕрлеме пĕлсен кăна…
Чÿк
уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕррин кунĕ. Çак кун йĕркеленĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕ - чăваш
культурине аталантарасси, чăваш тĕррине упраса хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне
ÿстересси.
Çак
куна халалласа Комсомольскинчи 2-мĕш
вăтам шкулта тĕрĕ ăстисен куравне йĕркелерĕç. Ачасем асламăшсен çÿпçинче
упранакан пуянлăха илсе килнĕ: сурпан, тухья, масмак, сăмса тутри, ал шăлли.
Çак кашни япаларах чăвашлăх палли пур – чăваш тĕрри.
8к
класра вĕренекен Виктория Хораськина, 9а класра ăс пухакан Анна Фомина, 7к
класри Дарья Арсентьева илсе килнĕ ĕçсем куракансене тыткăнларĕç. Шкул ачисемпе
вĕрентекенсем алăпа тĕрленĕ чăваш тĕрриллĕ пуянлăх чуна çывăх пулнине пĕлтерчĕç.
Вĕренекенсем
хушшинче тĕрĕ тĕрлес ăсталăха алла илес текенсем те пулчĕç. Вĕсем те малашне
тĕрĕ ăстисем пуласса шанас килет.
Индюкова С.Г.