«Тантăш» хаçат ĕçченĕсем - хăнара

«Тантăш» хаçат ĕçченĕсем - хăнара
«Тантăш» хаçат ĕçченĕсем - хăнара

      Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта «Тантăш» хаçат ĕçченĕсем хăнара пулчĕç. Е.М.Атаманова тĕп редактор кĕçĕн тата вăтам çулхи ачасемпе тĕл пулса калаçу ирттерчĕ. Хаçат корреспонденчĕ Татьяна Ишмуратова вĕренекенсене хаçат-журнал ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ачасем «Тантăш» тата «Тетте» хаçатăн çĕнĕ номерĕсене пăхса тухрĕç, хăйсем те малашне çырас кăмăллине пĕлтерчĕç. 

    Вĕренекенсемшĕн тĕлпулу питĕ усăллă пулчĕ. Ачасем малашне те хаçат-журналпа çыхăну тытма шантарчĕç.

Фотогалерея