Кĕнекесем парнелерĕç

21.10.2022 - Редакция

Октябрĕн 24-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери шкул библиотекисен кунĕ. Ку уяв ахальтен  çуралман. Унăн тĕллевĕ — общественноçа шкул библиотекисем  çине тимлĕх уйăрма, вĕсене  çителĕклĕ таран кирлĕ кĕнекесемпе тивĕçтерме хистесси.  Çавăнпа та   çак кун ыркăмăллăх акцийĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те вăл  çулсеренех иртет.  Çакă шкул библиотекине тĕнче классикĕсен, ача-пăча  çырав çисен илемлĕ литературипе, справочниксемпе, энциклопедисемпе, наука кĕнекисемпе пуянланма пулăшать. Уяв умĕн, акă, пĕртăван Майоровасем, Александрăпа Елизавета, библиотекăна кĕнекесем илсе килчĕç. Вĕсем ӳкерчĕксемлĕ 28 литература изданийĕ парнелерĕç. Маттур хĕр ачасене чĕререн тав тăватпăр. Вĕсен парнисемпе библиотекăна  çӳрекенсем хапăлласах паллашĕç.

Е.Савельева.