Комсомольски
2-мĕш вăтам шкулĕнче 5, 6, 7 класра
вĕренекенсем хушшинче «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурс пулса иртрĕ. Вăйă-конкурсра
ачасен станцисене хутшăнса тĕрлĕ ĕç пурнăçламалла пулчĕ. Конкурсантсем «Пирĕн
пултарулăх» станцире юрă юрласа, ташă ташласа, бисертан эрешсем туса
савăнтарчĕç. «Илемлĕ чăваш сăвви калама пĕлсен кăна» тупăшура сăвăçсен илемлĕ
хайлавĕсем янăрарĕç. «Ĕçне кура хисепĕ» вăйăра ачасем паллă çынсен пултарулăхне
пĕлнине кăтартса пачĕç. «Чĕлхе – халăх
мулĕ» конкурсра чăваш чĕлхине епле пĕлнине тĕрĕслерĕç. Жюри членĕсем чăвашăн
çи-пуçĕпе мĕнле усă курнине те хакларĕç.
«Чи ăста юрăçă» ята Марина Петухова (5к класс)
тивĕçрĕ. «Чăваш ташши» çĕнтерÿçи – Виктория Хораськина (7к класс). «Илĕртÿллĕ
ташă» ăстаçи - Виктория Федорова (7а класс).
Эреш ăсти вара – Ксения Карасева. Илемлĕ сăвă ăсти – Валерия Михайлова
(5б класс). «Чăваш тумĕ» конкурс çĕнтерÿçи – Виктория Морозова (6а класс).
Карина Николаева «Ĕçне кура хисепĕ» тупăшура палăрчĕ. «Чи ăста чĕлхеçĕ» ята Софья Светопольская (6к класс) çĕнсе илчĕ.
Зухра Низукова (6а класс) пултарулăхне те палăртса хăвармалла.
Пултаруллă ачасене саламлатпăр, малашне те
ăнăçу сунатпăр.