Кашни
патшалӑхӑн хӑйӗн символӗсем пур. Вӗсен шутне герб, ялав тата гимн кӗреҫҫӗ. Ҫак
символсем патшалӑх суверенитетне палӑртаҫҫӗ, вӗсен элеменчӗсем халӑх пурнӑҫӗн
тата ӑс-хакӑлӗн енӗсене ҫутатса параҫҫӗ. Чӑваш Республикин Патшалăх символӗсене
Республикӑн Аслӑ Канашӗ 1992 ҫулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
Ялавпа герб авторӗ – Юрьев Элли Михайлович
художник. Патшалӑх гербӗ виҫӗ пайран тӑрать: «Пурнӑҫ йывӑҫне» ӳкернӗ щит, ун
тӑрринче авалхи чӑвашсен «Виҫӗ хӗвел» эмблеми, аялта «Чӑваш Республики –
Чувашская Республика» тесе ҫырнӑ лента (вӗҫӗсенче – хӑмла ӳкерчӗкӗ).
Чӑваш Республикин Патшалӑх
гимнӗ тесе «Тӑван ҫӗршыв» юрра ҫирӗплетнӗ. Унӑн авторӗсем – Герман Лебедев
композитор тата Илле Тукташ поэт. Текстне вырӑсла А.И. Дмитриев куҫарнӑ.
Чӑваш Республикин
Патшалăх символӗсен кунне халалласа Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулта уҫӑ урок иртрĕ. 5к, 6к, 7к, 8к класс ачисем Патшалăх символӗсемпе
тӗплӗн паллашрӗҫ. Ачасен урокри хастарлăхĕ питĕ
савăнтарчĕ.
Индюкова
С.Г.