Паян - чӑваш чӗлхи кунӗ. Ҫак куна Комсомольски 2- мӗш вӑтам
шкулӗнче те анлӑн паллӑ турӗҫ. Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ вӗренекенсем сӑвӑ
каласа, юрӑ юрласа, ташӑ ташласа савӑнтарчӗҫ. Ҫакӑн пек уявсем ирттерни
ачасен чӑваш чӗлхи вӗренес туртӑмне ӳстерет, тавра курӑмне анлӑлатать.
Индюкова С.Г.