Паян – Пĕтĕм
тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй
конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен
пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ.
Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладеш тӗп хулинче, Даккере,
1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх
чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене
полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ. Пирĕн мăн асаттесем пин çул
каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă,
куç пек упраса пурăннă. Эпир те чӑвашла манар мар.
Сире пурсăра та Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.