Тухтăрсене тав

Паянхи кун паттăрĕсем вĕсем — шур халатлă ĕçченсем. Вĕсем хăйсен сывлăхне шеллемесĕр, пĕтĕм вăй-халне, пĕлĕвне пухса ирĕн-каçăн пандемипе кĕрешеççĕ, кашни çыннăн чи хаклă туприне — пурнăçне — çăлма ăнтăлаççĕ.
Пирĕн çĕршывра çынсен пурнăçĕсене çăлас тесе хăйсен сывлăхне шеллемен медицина ĕçче-нĕсене хавхалантарма тĕрлĕ акцисем иртеççĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕсем, «Ÿсĕм вырăнĕ» центра çÿрекенсем пĕтĕм Раççейри «Тухтăрсене тав» акцине хастаррăн хутшăнчĕç. Пуçламăш классенче ăс пухакансем çак темăпа ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç, Е.Н.Тихонова ертсе пыракан «Промдизайн» кружока çÿрекенсем «Спасибо докторам от КСШ №2» тесе çырнă брелоксене хăйсемех проектласа ăсталарĕç. Технологи урокĕнче аслă классенче пĕлÿ илекенсем Ф.В.Гаврилов ертсе пынипе ятарлă фотозона хатĕрлерĕç.
Нумаях пулмасть шкулта вĕренекенсемпе педагогсем Комсомольскинчи тĕп больницăн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, вĕсене пурне те тав сăмахĕсем каласа çăмăл мар ĕçре малашне те çитĕнÿсем тума сунчĕç, ятарласа хатĕрленĕ брелоксемпе фотозонăна больница ĕçченĕсене парнелерĕç.


Е.ТИХОНОВА.