Вулавăш кĕнекесемпе пуянланчĕ

Ырă тăвакансен çулталăкĕнче тата ытларах ырă ĕç туни темрен те паха.

Акă, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли куна халалласа "Кĕнекене иккĕмĕш пурнăç парнеле" акци йĕркелерĕмĕр. Акцие педагогсем, вĕренекенсем çав тери хастар хутшăнчĕç. Унпа пĕрлех вара Мускаври "АЗБУКА - АТТИКУС" издательство çурчĕ вăтам шкула 115 кĕнеке парнеленине уйрăмах палăртма кăмăллă. Шкул библиотекин фончĕ 280 изданипе пуянланчĕ. Вĕренекенсемпе учительсем библиотекăна 165 экземпляр кĕнеке парнелерĕç. Вĕсемпе шкул ачисем тулли усă курĕç. Чи нумай кĕнеке парнеленĕ вĕренекенсене вара уйрăммăн палăртса хăварни вырăнлă пулĕ: Матвей Михеев (1 "б" класс) - 20 кĕнеке, Евгений Михеев (5 "к" класс) 19 кĕнеке, Айназ Минетуллин (2 "а" класс) - 15 кĕнеке.

Акцие хутшăннисене, вăтам шкул библиотекин фондне пуянлатакансене, чĕререн тав тăватăп. Вĕсен ырă ĕçĕ ĕмĕрлĕхе çырăнса юлĕ.

Е.САВЕЛЬЕВА,

библиотекарь