Ăс пулсан мĕнрен хăрамалла

Пирĕнтен чылайăшĕ пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас умĕн иккĕленỹ туйăмĕнчен ниепле те хăпаймасть. "Тĕрĕсех тăватăп-ши? Тен, ку - манăн мар. Ыттисем кулма пуçласан?" йышши шухăшсем тепĕр чухне çынна канăç памаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем вара шухăшласа тăмасăрах ĕçе пуçăнаççĕ.

- Талант, ăс пулсан мĕнрен хăрамалла? - тет Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ Стас Курицын. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 11 "а" класра пĕлỹ пухакан каччăн сăмахĕсенче тĕрĕслĕх пурах. Мĕн пĕчĕкрен хăйĕн вăйне шанма, пултарулăхне туйса аталантарма хăнăхнăскер çирĕп шухăшлă çын пулса ỹсни куçкĕретех. Турă пани кашни çынрах пур. Çакă пире хăйне евĕрлĕ вăй-хал кỹрет.

Каччă вĕренỹре çав тери хастар. Кашни предметпа тăрăшса вĕренет вăл. Ахальтен мар Стас республикăри, районти олимпиадăсене, конкурссене тăтăш хутшăнать, час-часах мала тухать. Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче те унăн çитĕнỹ сахал мар.

Чылай конкурс-ăмăртура лайăх кăтартупа палăрнăшăн, шкул пурнăçне хастар хутшăннăшăн Стас Хисеп грамотисене, Дипломсене пĕрре мар тивĕçнĕ.

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕшĕн çывăх çынсене чĕререн тав тăватăп, - тет Стас. - Вĕсем мана яланах хавхалантараççĕ. Çак стипенди çамрăксене питĕ кирлĕ. Пирĕн хушăра пултаруллă ачасем сахал мар. Шăпах стипенди илме туртăнни пултарулăх енĕсене ытларах уçса парать.

Стас вĕренỹ отличникĕ çеç мар, вăл спортра пысăк çитĕнỹсем тăвакан спортсмен та. Сăмахран, юлашки икĕ çулта çеç çăмăл атлетсен республикăри чемпионачĕсене хутшăнса тĕрлĕ дистанцисенче хăвăрт чупассипе палăрнă. Стас 800, 1500 метрлă дистанцисене çăмăллăнах парăнтарать. Хальлĕхе вăл 2-3-мĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçнĕ пулсассăн, унăн тĕллевĕ - пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарасси. Çак ĕмĕте пурнăçлас тĕллевпе каччă çăмăл атлетика секцине çỹрет, ăсталăхне куллен туптать. Кунта вара Валерий Плешков тренерăн тỹпи уйрăмах пысăк. Районти ăмăртусенче вĕренекен яланах малти вырăнсене çĕнсе илет. Вăл çăмăл атлетикăра çеç мар, алă вăйне виçессинче те, йĕлтĕрпе чупассинче те маттур. Стас Курицын - "Орленок", "Зарница" çар вăййисен хастарĕ те.

Маттур вĕренекенĕн çитĕнĕвĕсемпе паллашатăн та, тĕлĕнетĕн. Хăш вăхăтра пурне те ĕлкĕрме пултарать-ха вăл?

- Пурнăçра тĕллев, ăнтăлу пулсассăн пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама май пур. Кахалланса лармалла мар. Çавă çеç. Вĕренỹпе спорта çăмăллăнах саплаштарма пулать. Çакна эпĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе паратăп, - тет пуçаруллă çамрăк.

Мал ĕмĕтлĕ яша вĕренỹре, спортра çитĕнỹсем сунас килет. Унăн ĕмĕчĕсем пурнăçланса пыччăр.