Иккĕмĕш шкул команди - çĕнтерỹçĕ

Ачасемпе çамрăксен Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотла обществăлла "ЮНАРМИЯ" юхăмĕн регионти сакăр уйрăмĕ чакăл ту çине хăпарас (скалолазание) енĕпе республика шайĕнче иртнĕ ăмăртусенче тупăшнă.

"Кошка" центрăн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ тупăшусенче Çĕнĕ Шупашкарти кадетсен лицейĕн, Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм, Канаш районĕнчи Янкăлч, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр, Шупашкарти 18-мĕш, Канашри 6-мĕш, Çĕрпỹри 1-мĕш тата Комсомольскинчи 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулсен командисем тĕл пулнă.

Тупăшусене 14-17 çулсенчи çамрăк армеецсем хушшинче икĕ турпа ирттернĕ: квалификаци тата финалта чупасси. Финалти чупусене чи лайăх кăтарту тунă 4-шар хĕрпе каччăна хутшăнма ирĕк панă. Яшсемпе хĕрсем хушшинче чупса мала тухассишĕн йĕркеленĕ тапхăрта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Стас Курицынпа Эльза Кузнецова çĕнтерỹçĕсем пулнă.

Командăсем хушшинче те Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи "ЮНАРМИЯ" пĕрремĕш вырăна тухнă. Чăннипех те маттур пирĕн çамрăк ăру, вĕсене çĕнтерỹпе саламлатпăр!