Тăрăшуллă Саша Артекра каннă

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Саша Чернован мăнаçланма сăлтавĕ те пур ĕнтĕ. Вăл - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ-çке! Çак сумлă хавхалантарăва пике тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе тата çивĕч ăс-тăнĕпе тивĕçнĕ. Çапах та хĕрача сăпайлăхне нихăçан та çухатмасть. Оскар Уайльд çырнă "Дориан Грей портречĕ" романа вуланă хыççăн пушшех те çак шухăш вăйланнă унăн: "Чапшăн çунма, хăвна пуринчен мала хума юрамасть. Чунпа ырă пулмалла".

Вĕренỹре "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне, маттур хĕр 10 çул "Островок" ташă ушкăнĕн хастарĕ те. Куракансене вăл вун-вун ташăпа савăнтарнă. Халĕ йăмăкĕ София унăн çулне такăрлатать.

Саша вырăс чĕлхипе литература предметне чунтан юратнине пытармасть. Çак предмет çывăх пулнăран, ăна çăмăллăнах шĕкĕлченĕрен, Саша районти, республикăри, регионсем хушшинчи конкурссене хутшăнса палăрма та ĕлкĕрнĕ. Вăл пĕрре кăна мар олимпиада çĕнтерỹçи тата призерĕ пулнă. Сăмахран, вырăс чĕлхине кăмăллани те пĕлтĕр хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарнă. "Мой первый, любимый учитель" эссе çырса Саша республикăри конкурсра мала тухнă, "Артекра" канма пу-тевка çĕнсе илнĕ.

- Пурнăçра кашни çыннăн çутă ĕмĕт пур. Эпĕ вара мĕн пĕчĕкренех Крымри "Артекра" канса курасси пирки ĕмĕтленеттĕм. Кăçал вара вăл пурнăçланчĕ. Чăваш Енри 12 хĕрпе каччă февраль уйăхĕнче кану лагерĕнче сывлăха çирĕплетрĕмĕр çеç мар, тавракурăма ỹстертĕмĕр, çĕнĕ тус-юлташ тупрăмăр. Виçĕ эрне виç кун пек иртсе кайрĕ. Кичемленсе ларма вăхăт пулмарĕ, тăтăшах конкурссем, пултарулăх каçĕсем, "çавра сĕтелсем" йĕркелерĕç. Пирĕн смена "Академия детских открытий" ятпа ĕçлерĕ. Çавăнпа та çĕннине пĕлмелли нумай пулчĕ. "Артекра" чăннипех те чи пултаруллă та маттур, пуçаруллă ачасем канаççĕ. Вĕсен тавракурăмĕ анлă, пĕлỹ шайĕ пысăк. Пĕр сăмахпа каласан, Крымра канни ĕмĕрлĕх асра юлать. Паянхи кун та унта ирттернĕ хаваслă вăхăта аса илетĕп те çĕнĕрен çĕнĕ хавхаланупа вĕренỹ тĕнчине путатăп. Манăн тĕллев - вăтам шкултан "5" паллăсемпе вĕренсе тухса аслă пĕлỹ илесси, - кĕскен каласа пачĕ хĕр хăйĕн шухăшĕсене.

Саша чăваш чĕлхи олимпиадисене, конкурсĕсене тăтăшах хутшăнать. Вăл - регионсем хушшинчи "Туслăх хĕлхемĕ" фестиваль çĕнтерỹçи те. "Чăваш пики" конкурса та пике пĕрре кăна мар хутшăннă.

Нумай енлĕ çитĕнĕвĕсене пулах Саша стипендиат пулса тăнă. Анчах ку кăна та мар иккен. Хĕрачан шухăшĕпе, чи малтанах амăшĕпе йăмăкĕ, класс ертỹçи Надежда Боровкова, класри тантăшĕсем хавхалантарни те çитĕнỹ тăвас ĕçре пысăк пулăшу кỹрет.

- Анне мана яланах хавхалантарать. Ун çине пăхсан хамăн та хастар пулас килет. Класс ертỹçи Надежда Яковлевна та, туссем те вĕренỹре нумай пулăшаççĕ. Эпир яланах пĕр-пĕриншĕн савăнатпăр, йывăрлăхра пулăшатпăр. Маттур тантăшсем пурри - телей, - тет Саша.

Ачасем, эсир те класри туслăха хаклăр. Сирĕнтен кашниех пысăк çын пулма çуралнă. Анчах та хăшне-пĕрне, тен, шăпах ăшă сăмах çитмест. Юлташăра хавхалантарсан вăл хăйĕн вăйне ĕненсе ăнăçу хыççăн ăнăçу тума тытăнĕ. Саша Чернова пекех, эсир те ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçме пултаратăр вара. Мĕншĕн тесен теприне ырă сунакана хăйне те ырăпа тавăраççĕ.