Пĕтĕм Раççейри ăмăртуран - кĕмĕл медальпе

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче çăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне В.Г.Надеждина асăнса çулсеренех йĕркелеççĕ.

Кăçалхи тупăшусене Чăваш Енри, Чулхула, Киров, Ульяновск тата Пенза облаçĕсенчен, Тутарстанпа Мари Эл республикисенчен килнĕ 500 ытла спортсмен хутшăннă.

Çăмăл атлетсем 60, 200, 400, 800 тата 1500 метрлă дистанцисенче ăмăртрĕç. Ыттисемпе пĕрлех медальсемшĕн пирĕн район спортсменĕсем те вăй виçрĕç. 800 метрлă дистанцире Чулхула облаçĕнчен килнĕ спортсменран çур çеккунт кая юлса Стас Курицын финиша иккĕмĕш çитрĕ, кĕмĕл медаль хуçи пулса тăчĕ.

Раççей шайĕнчи ăмăртура пысăк çитĕнỹ тунă ятпа эпир ăна саламлатпăр, малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунатпăр.