Шкулта выставка

Пултаруллă вĕренекен пур ĕçре те пултаруллă. Çакна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Женя Григорьева тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ.

Маттур хĕр вĕренỹре "5" тата "4" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех ỹкерме те ăста. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне вăтам шкулта Женя ỹкерчĕкĕсемпе ятарлă выставка йĕркелерĕç. Хĕрача ытларах акварель тата графика мелĕсемпе ỹкерме кăмăллать. Выставкăра портретсемпе, çут çанталăкăн хитре вырăнĕсемпе, натюрмортсемпе паллашма май пулчĕ. Вĕсем кашниех хăйне евĕр пулса тухнă. Ỹкерме ăста вĕренекене Федор Гаврилов педагог нумай паха пĕлỹ парать. Мĕнлерех ỹкермелли, сăрламалли, кама тата мĕнле сăнламалли ыйтусем çине шăпах педагог чи малтан хуравлать. Унăн ĕçĕсене те Федор Васильевич хаклать.