Тăван чĕлхене юратакансен конкурсĕ

Февралĕн 21-мĕшĕнче "Янра, чăваш сăмахĕ!" конкурс-фестивалĕн республикăри тапхăрĕ иртрĕ. Конкурс-фестиваль хăйĕн ытамне чăваш сăвви-юррине, вăййине савакан 5-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ачасене пуçтарчĕ.

Кăçалхи конкурса чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине, Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне халалланă. Чи пĕлтерĕшли - уяв Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕнче иртни.

Ачасем фестивале тĕплĕн хатĕрленнĕ. Акă, "Сăвă чи ăста калакан" номинацире сăмах тăван чĕлхе, Тăван çĕршыв, ачасене пăхса ỹстерекен анне çинчен пычĕ. Вĕренекенсем хăйсен сăввисемпе те паллаштарчĕç. Пултарулăх шайĕ уйрăмах "Чи лайăх сценка" номинацире палăрчĕ. Пуян декораци, ачасен ăста вылявĕ пурне те тыткăнларĕ. "Чи лайăх юрлакан" номинацире чăваш халăх юрри те, хальхи эстрада юрри те янрарĕ, уйрăммăн тата ушкăнпа юрлани те пулчĕ.

"Янра, чăваш сăмахĕ!" конкурс-фестивале хутшăнакансен йышĕ çулсерен ỹссех пырать. Кăçал хăйсен пултарулăхне район тапхăрĕнче çĕнтернĕ 100 ытла ача тата 17 пултарулăх ушкăнĕ кăтартнă.

Вĕренỹ институчĕн ректорĕ С.М.Савин фестивале хутшăннă ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене тав сăмахĕ каласа ăнăçу суннă. "Янра, чăваш сăмахĕ!" фестиваль пуриншĕн те чăннипех уяв пулнă, вĕренỹре те, пултарулăхра та шанăç паракан ачасем пуррине кăтартнă.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Лилия Калакова (ертỹçисем С.Индюкова, Т.Долгова) "Чи лайăх юрлакан" номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă.

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи Даниил Тимофеев (ертỹçи Л.Н.Владимирова) "Чи лайăх сăвă вулакан" номинацире 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕнче ăс пухакан Татьяна Прокопьева, Даниил Кошкин, Ольга Головина (ертỹçи Н.Ефремова) "Чи лайăх сценка, инсценировка лартакан" пайра В.Атлашевăн "Паян мĕнле кун?" сценкипе малтисен йышне кĕме пултарчĕç.

Маттур та пултаруллă вĕренекенсене тата вĕрентекенсене ăшшăн саламласа малашне те ăнăçу сунатпăр.