Каçалсем çĕнтернĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче районти спортсменсем пысăк çитĕнỹ тунă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем (яшсем) республикăри "КЭС-баскет" ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Ăмăртура пурĕ 8 команда вăй виçнĕ. Апла пулин те арçын ачасем ăсталăхпа палăрса çĕнтерĕве алăран вĕçертмен. Çак çĕнтерỹ патне вĕсем виçĕ çул ăнтăлнă, кăçал вара пурне те парăнтарма пултарнă. Командăра вылянă Р.Акшова, И.Краснова тата Д.Тазетдинова, Д.Фарахиева, А.Филиппова, В.Козлова, А.Суратова, Р.Романова, М.Малышева вара уйрăмах асăнса хăварас килет. Динар Фарахиев "Чи лайăх вылякан" ята тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсем республика чысне март уйăхĕнче Атăлçи федераци округĕн чемпионачĕн финалĕнче хỹтĕлĕç. Чемпионат çĕнтерỹçисем Евролигăна хутшăнма путевка çĕнсе илĕç.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсене Кубокпа, Хисеп грамотисемпе, медальсемпе чысланă.

Регионти баскетбол вăййин финалĕнче вара "Матч звезд" вăйă йĕркеленĕ. Вĕренекенсемпе аслăрах çулхисем тупăшнă.