Кĕнеке пултăр парне

Раççейĕпех йĕркелекен "Юратса парнелĕр кĕнеке" акцие районта пурăнакансем çеç мар, ыттисем те хастар хутшăнаççĕ. Акцие Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли куна, февралĕн 14-мĕшне, асра тытса ирттереççĕ. Çавна май Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те январĕн 23-мĕшĕнчен февралĕн 14-мĕшĕччен кĕнеке парнелемелли акци пырать.

Çак кунсенче Мускав хулинчи "Дрофа" издательство çурчĕ библиотекăна 62 экземпляр кĕнеке парнелерĕ. Шкул ачисен кăмăлне тивĕçтерекен кĕнекесем вулавăш фондне пуянлатĕç. Пысăк парнешĕн издательство çуртне чĕререн тав тăватпăр. Ыттисем те акцирен айккинче юлмасса, шкул библиотекине çитессе шанатпăр. Эсир парнелекен кашни кĕнекешĕн эпир хавас.