Учительсем – фестивальте

Чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Хирти Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен район шайĕнчи "Уçă урок" XII фестивалĕ иртрĕ. Фестиваль тĕллевĕ педагогикăри тата методикăри ăнăçлă мелсемпе, меслетсемпе ĕçлекен вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси, вĕсемпе тухăçлă усă курасси пулчĕ.

Районтан килнĕ хăнасене Хирти Явăшсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ăшă кăмăлпа, чĕре ăшшине парнелесе уяв ячĕпе хĕрỹллĕн саламларĕç.

Вĕрентекенсем чăваш чĕлхипе тата литературăпа уçă уроксем кăтартĕç. Вĕренỹри ĕç технологийĕсемпе усă курса тарăнрах пĕлỹ парас тĕллевпе Л.П. Абрамова 7-мĕш класс ачисене "Чăваш халăх поэчĕ - Я.Г.Ухсай" темăпа паллаштарчĕ. Ачана тĕплĕнрех шухăшлама вĕрентес, унăн пуплевне аталантарас тĕллеве С.Г.Индюкова 5-мĕш класра "Вĕреннине аса илесси" урокра çутатса пачĕ. Л.Н.Владимирова 5-мĕш класс ачисене В.Кервенĕн "Тỹсĕм" хайлавĕпе паллаштарса чăн-чăн çын пулса ỹсесси ачаранах паллă пулнине палăртрĕ. В.А. Филиппова Валери Туркайăн "Ниме" сăввипе 6-мĕш класс ачисене чылай çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕ. А.В.Лукина 8-мĕш класра вĕренекенсене пурнăçран илнĕ, хăй çырнă "Шăпа" калавĕпе ачасенче ыркăмăллăх туйăмне вăратрĕ, çынна йывăр вăхăтра ăнланса алă памалли пирки каласа хăварчĕ.

Уроксем хыççăн вĕрентекенсем пĕтĕмлетỹ турĕç. Çĕнтерỹçĕсене тĕрлĕ номинацире чысларĕç. Методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи Светлана Индюкова тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕ, вĕсене пĕрле сỹтсе яврăмăр. Вĕрентекенсем хăйсене валли кирлĕ материал, çĕнĕлĕх чылай илчĕç.

Хирти Явăш шкулĕнче вĕренекенсем тăван чĕлхене халалланă "Янăра, чăваш чĕлхи!" литературăпа музыка композицийĕ кăтартса пачĕç. Ачасем маттур та пултаруллă пулни палăрчĕ. Фестиваль тухăçлă иртрĕ, вăл пуриншĕн те усăллă пулчĕ.