Профессие тĕрĕс суйламалла

Професси суйласси - çамрăкăн пурнăçĕнчи малашнехи çула палăртакан чи яваплă самантсенчен пĕри. Çавна май тĕп библиотека ĕçченĕсем шкул ачисене професси суйлама пулăшас тĕллевпе профориентаци темипе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Çамрăксем час-часах ĕç суйласа илессипе иккĕленеççĕ, çавăнпа та вĕсене информаци кирлех.

Профориентатор-волонтерсен "Твой выбор профессии" республикăри акци вăхăтĕнче районти тĕп библиотекăра "Выбор сделай сам" темăпа профессисен кунĕ иртрĕ.

Професси суйласа илесси мĕншĕн çав тери йывăр утăм? Ăна пĕрре çеç суйлаççĕ тени тĕрĕс-ши? Çак тата ытти нумай ыйту тавра пулчĕ калаçу. Валентина Боровкова, Светлана Григорьева Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра пĕлỹ пухакансене (ертỹçи Н.Я.Боровкова) профессисемпе паллаштарчĕç. Унпа пĕрлех вара тĕрлĕ çĕрте тăрăшакан ĕçченсемпе тĕл пулса калаçни те вĕсемшĕн кăсăклă пулчĕ. Районти "Каçал ен" хаçат редакцийĕн ĕçченĕ Алевтина Ефремова журналист профессийĕн уйрăмлăхĕсем, кулленхи ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ. Кам-ха вăл журналист? Мĕн тăвать вăл? Ĕç укçи тивĕçтерет-и? Тата нумай ыйтăва шăпах вĕренекенсемпе пĕрле сỹтсе яврĕç. Районти 41-мĕш номерлĕ аптека ĕçченĕ Анна Смирнова та фармацевт ĕçĕ çинчен сăмах пуçарчĕ. Рамиля Закирова испектор районти ГИБДД уйрăмĕнче тăрăшать. Вăл та профессие чун ыйтнипе суйласа илнĕ. Унăн тĕрлĕ енлĕ, интереслĕ калаçăвĕ ачасене уйрăмах кăсăклантарчĕ. Тăххăрмĕшсен хушшинче полици ĕçченĕн формине тăхăнас текенсем çук мар. Çакна пурнăçлама вара тăрăшса вĕренни, çирĕп сывлăхлă пулни кирлĕ.

Ачасем пурнăçра хăйсен кăмăлне каякан професси суйласа илессе шанатпăр.