Кĕнекепе - малалла

Обществăна çулсерен инновациллĕ технологисем кĕрсе пынăран-ши, юлашки 20 çул хушшинче кĕнеке вуласси чакса ларчĕ, библиотекăна çỹрекенсем те самай сахалланчĕç. Хальхи саманари ачасем алла кĕнеке тытса вулас вырăнне телевизор умĕнче вăхăта ирттерме е компьютер вăййисене выляма кăмăллаççĕ. Кĕнеке вуламалла пулсан та электронлă вулавăша кĕрсе вулаççĕ.

Çавăнпа та библиотекăсен ĕçĕнче ачасене тата çамрăксене кĕнеке вулама, тĕрлĕ конкурссене хутшăнма, пултарулăхне аталантарма явăçтарас ĕç тĕп вырăн йышăнса тăмалла. Библиотекарĕн тĕп тĕллевĕ - ачара кĕнекене илсе вулас туйăм çуратасси. Вулавăша юратма та мĕн пĕчĕкренех хăнăхтармалла. Каярах ачасем хăйсемех библиотекăсене илсе пыракан çула такăрлатма пикенĕç.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ачасене кĕнеке вулама хăнăхтарассипе яланах нумай ĕç тунă. Паянхи куна библиотека ĕçĕ "Кĕнекепе - малалла" проект йĕри-тавра пурнăçланать. Асăннă проект икĕ пайран тăрать: пĕрремĕшĕ - "Вулакана ỹстеретпĕр!" - кĕçĕн классенче вĕренекен ачасене вулама явăçтарасси, иккĕмĕшĕ - "Вулама вăхăт çитнĕ!" - вăтам тата аслă классенче пĕлỹ пухакансем хушшинче вулавăша популяризацилесси. Ачасемпе ĕçленĕ вăхăтра кĕçĕн классене ытларах "Проектри проект", "Юмах вуларăн - мультфильм пăх - иллюстраци ỹкер", "Çулла - кĕнекепе", "Чи вулакан класс" евĕрлĕ ĕçлени килĕшни палăрать. Аслăрах классем вара флешмобсене, креативлă конкурссене, литературăлла квестсене, декадăсене кăмăлаççĕ.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем библиотекăра иртекен "Ырă кĕнеке" кружока хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем унта тĕрлĕ кĕнекесене сасăпа вулаççĕ, произведенисене пурте пĕрле сỹтсе яваççĕ, викторинăсене, конкурссене, литературăлла вăйăсене те хаваспах хутшăнаççĕ.

Çавăнпа пĕрлех библиотекăра час-часах тĕрлĕ куравсем иртеççĕ. Паянхи куна, акă, ачасем "Чăваш писателĕсен юбилейĕсем", "Кĕнекесем - юбилярсем" куравсемпе паллашма пултараççĕ. Унсăр пуçне "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" уйăхлăхпа килĕшỹллĕн "Здоровым быть здорово" курав та уçăлнă.

Шкулти библиотекăсене пула пирĕн ачасен ăс-тăнĕнче пин-пин тĕрлĕ факт, кирлĕ информаци сыхланса юлаççĕ. Çак çăмăлах мар ĕçре, паллах, библиотекарьтен нумай килет. Паянхи электронлă ĕмĕрте вара библиотекарь ĕçĕ тата та пысăк яваплăрах, пĕлтерĕшлĕрех.