Патшалăх чĕлхисен олимпиадинче çĕнтернĕ

Юпа уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн вĕренỹпе ăслăлăх министерстви патшалăх чĕлхисене аталантарас тата халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе Раççей республикисен патшалăх чĕлхисемпе чылай регионта олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрне ирттернĕ. Чăваш чĕлхи олимпиадин регионти тапхăрĕ юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртрĕ.

Уяв ЧПУн чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсен концерт программипе пуçланчĕ. Унтан пухăннисене факультет деканĕ А.М.Иванова, "Эткер" центрăн аслă методисчĕ О.С.Волкова ăшшăн саламларĕç. Олимпиадăн предмет комиссийĕн тата жюри председателĕ, Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ А.С.Егорова студентсемпе шкул ачисене ĕç йĕркипе паллаштарчĕ, олимпиадăра çĕнтерме ăнăçу сунчĕ.

Ăс-тăн ăмăртăвне шкулсенче 10-11-мĕш классенче вĕренекен 32 ача тата 83 студент хутшăнчĕ. Олимпиадăна çавăн пекех Пушкăртстан Республикин патшалăх университечĕн Стерлитамак филиалĕн студенчĕсем те килнĕ. Пĕлỹ енĕпе вăй виçекенсене пĕрре те çăмăл пулмарĕ, вĕсен тĕрлĕ ĕç тума лекрĕ, 30 тест ыйтăвне хуравларĕç, чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла илемлĕ текстсем куçарчĕç, эссе çырчĕç.

Жюри членĕсем шкул ачисемпе студентсен ĕçĕсене тимлĕ тишкерсе çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртрĕç. Пирĕн районтан регионти олимпиадăна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Александра Чернова (10 "б" класс) тата Нĕркеç вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра ăс пухакан Анастасия Белкинăпа Анастасия Воронова хутшăнчĕç. Хĕрỹ тупăшура Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Анастасия Белкина (ертỹçи Н.К.Ефремова) çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Александра Чернова (ертỹçисем С.Г.Индюкова тата Н.Я. Боровкова) призер ятне тивĕçрĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсене регион шайĕнчи олимпиадăра палăрнă ятпа саламласа малашне те çитĕнỹсем сунас килет. Тăван чĕлхе сумне çỹлте тытса чăвашлăхшăн тăрăшакансем яланах маттур пулччăр.

Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕн Анастасия Белкинăн республика чысне ноябрĕн 2-4-мĕшĕсенче Мускавра хỹтĕлемелле пулать. Настьăна Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра ăнăçу сунатпăр.