Вĕренекенсене - налук пирки

Октябрĕн 13-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче Налук пĕлỹлĕхĕн кунĕ иртрĕ. Районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов, налук тỹлекенсемпе ĕçлекен тата учет пайĕн начальникĕ Владимир Осипов вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç.

Шкул ачисене налук пĕлĕвĕпе паллаштарасси паянхи кун тĕп вырăнта. Налуксене мĕншĕн тата мĕн чухлĕ тỹленине кашни çыннăн лайăх пĕлмелле. Çитес вăхăтра професси суйласа илес текенсен вара пушшех те. Тен, хăшĕ-пĕри шăпах налук службинче ĕçлес тĕллевлĕ.

Вячеслав Александрович чи малтанах районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Инспекци ĕçченĕсем Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсемпе ĕçлеççĕ. Тăватă районти тĕрлĕ организацисемпе учрежденисем, уйрăм предпринимательсем, уйрăм çынсем налук хывнине тĕрĕслеççĕ. Налук тỹлессинчен пăрăнакансене вырăна çитсе тупса палăртаççĕ. Хăшĕ-пĕри вăрттăн ĕçлет, саккуна пăхăнмасть.

- Налуксене вара палăртнă вăхăтра тỹлемелле. Тĕслĕхрен, граждансен транспортшăн, пурлăхшăн, çĕршĕн налука вăхăтра хывмалла, декабрĕн 1-мĕшĕччен. Уйрăм предпринимательсен, организацисемпе предприятисен налук тỹленипе пĕрлех декларацисене те вăхăтра тăратмалла. Саккуна пăхăнса пурăнмалла, унсăрăн явап тыттараççĕ, - каласа пачĕ налук инспекцийĕн начальникĕ.

Вячеслав Александрович налук пĕлĕвĕн кунне кашни çулах хăй хутшăнать, ачасене кирлĕ информаципе паллаштарма вăл яланах хавас.

- Налук пирки мĕн ачаран пĕлсе ỹсмелле. Ĕçре кирлĕ мар пулсассăн та вăл кулленхи пурнăçра пырса тивекен ыйту. Налук хăçан тата мĕн чухлĕ тỹлемеллине пĕлсе тăмалла. Халĕ ĕнтĕ, информаци технологийĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталаннă саманара, тĕрлĕ çĕнĕлĕхпе паллашма та, налука тỹлесе яма та çăмăл. Харпăр-хăй пỹлĕмне çеç кĕмелле, - пĕлтерчĕ Вячеслав Александрович.