Спорт вăййисем вĕренỹре пулăшаççĕ

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем час-часах ирттересси йăлана çирĕп кĕнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çăмăл атлетикăра, футбол, баскетбол, волейбол, шашка-шахмат вăййисенче ачасем курăмлă çитĕнỹсем тăваççĕ.

Нумаях пулмасть 4-мĕш классенче вĕренекенсем ("а" тата "б" классем) шашка хăмисем çинче вăй виçрĕç. Куракансен шутĕнче тĕрлĕ классенче вĕренекенсем те, учительсем те чылайăн пулчĕç. Ăмăртусен судйи В.А.Николаев турнира олимп системипе йĕркеленине пĕлтерчĕ. Шашка вăййисене хутшăннă 25 ачаран чи тав-çăруллисем Нияз Ялюков (4 "а" класс), Иван Кузьмин, Егор Кокорев (иккĕшĕ те 4 "б" класран) пулчĕç. Вĕсем медальсене, грамотăсене тивĕçрĕç.

Çак кунсенче тата 3-мĕш классенче пĕлỹ пухакан ачасем хушшинче те шашка турнирĕ иртрĕ. 16 вĕренекен хутшăннă çак ăмăртусене. Çамрăк шашистсем вĕренỹри тăхтавсенче те тỹрех шашкăлла выляма хăнăхнă.

Виççĕмĕшсем хушшинчи хĕрỹ вăйăсенче Вавил Андреев - пĕрремĕш, Павел Павлов - иккĕмĕш, Арсентий Кудрин виççĕмĕш вырăнсене йышăнса турнир наградисене çĕнсе илчĕç. Курма пуçтарăннисем вĕсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Çитес вăхăтра çакăн пек шашка ăмăртăвĕсене асăннă классенчи хĕрачасем хушшинче те ирттересшĕн. Каласа хăвармалла: ачасем шашка вăййине юратнинче шкулта "Тĕлĕнтермĕш шашкăсем" кружокăн ĕçĕ тивĕçлĕ шайра пулни те паллă вырăн йышăнатех.