Соловьева Юлия, Соловьева Екатерина, Чернова Александра - олимпиада çĕнтерÿçисем

2015 – 2016 вĕренÿ çулĕнчи район шайĕнчи олимпиадăсем вĕçленчĕç. Тĕрĕслевĕн юлашки тапхăрĕ чăваш чĕлхипе тата литературипе, тăван ен культурипе пулчĕ. Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкултан ку ăмăртăва шкул шайĕнче мала тухнă ачасем хутшăнчĕç. Хĕрÿ тупăшура Соловьева Юлия (8 класс) тата Соловьева Екатерина (11 класс) çĕнтерÿçĕсен шутне кĕме пултарчĕç, Чернова Александра (9б класс) призер пулса тăчĕ. Эпир вĕсене ăшшăн саламласа малашне те ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Юльăпа Катьăна регион шайĕнчи тупăшура та малтисен ретĕнче пуласса шанатпăр. Ку ăмăрту 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта иртет.