«Сенкер инçет» олимпиада иртрĕ

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литературине, халăх историйĕпе культурине кăмăллакан шкул ачисем валли «Сенкер инçет» олимпиадăн черетлĕ ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Унăн пуçламăш тапхăрĕ интернетра онлайн йĕркипе иртрĕ, çавăнпа та чылай çамрăка кăсăклантарчĕ. Олимпиадăна 8-9, 10-11 классачисем хутшăнма пултарнă. Вĕренекенсен уйăрса панă вăхăтра олимпиада ыйтăвĕсене хуравламалла пулчĕ.

Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкултан ку ăмăртăва 13 вĕренекен хутшăнчĕ. 8, 9, 10 тата 11-мĕш класс ачисем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслесе чи пысăк балл пухма пултарчĕç. Соловьева Юлия, Пушкин Лев, Ефимов Алексей, Санатуллина Диана, Соловьева Екатерина, Самарина Ирина, Минуллина Лейсан, Ямальтдинова Язиле, Зейнетдинова Айзиле, Акчурина Светлана, Кунина Мария, Корнилов Артем пултарулăхпа палăрчĕç. Пĕрремĕш тапхăра ăнăçлă вĕçленĕ вĕренекенсене хĕрÿллĕн саламлатпăр, çитес ăмăртура ăнăçу сунатпăр!

Асăннă ăмăрту 2016-мĕш çулхи нарăс уйăхĕнче малалла тăсăлать. Пĕрремĕш тапхăрта пысăк балл пухнисене ăс-тăн вăййин пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче кĕтеççĕ.