2015 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе "Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади" иртрĕ. Олимпиадăна Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче 7-9 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта 9б класра вĕренекен Диана Санатуллина 47 балл пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Лев Пушкин, Ростислав Романов, Сапожникова Татьяна, Юлия Соловьева, Николаев Даниил, Арина Албутова та хăйсен тарăн пĕлĕвĕпе палăрчĕç.
Маттур, ачасем!