2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В. Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Акци тĕллевĕсем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси. Диктант текстне чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ. Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем тата вĕрентекенсем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем акцие хутшăнса чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслерĕç.