Çуркуннехи каникулта канса сывлăхне çирĕплетнĕ шкул ачисем тăрăшсах вĕренÿ çулĕн 4- мĕш чĕрĕкне вĕçлеме пуçăнчĕç. Малтанхи кунах И.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине уявлама хатĕрленме пуçларĕç. Вĕрентекенсемпе пĕрле уява хатĕрлесе ирттерме мероприятисен планне турĕç.
Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта ĕç хĕрсе пырать. Мероприятисен планне хатĕрлесе çитернĕ. Кашни класрах, классем хушшинче, пуçламăш классем, вăтам çулхисем, аслă классем хушшинче «И.Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ» урок- презентацисем, сăвă вулакансен, стена хаçачĕсен, тавçăруллисен, И.Яковлев хайлавĕсем тăрăх тунă ÿкерчĕксен конкурсĕсем иртеççĕ, музейра, библиотекăра уроксем тата ытти мероприятисем иртĕç.
Ака уйăхĕн 18- мĕшĕнче 7 «а» класра вĕренекенсем районти тĕп библиотекăра пулчĕç. М.В.Мокеева тата Е.П.Прокопьева библиотекарьсем вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Библиотека ĕçченĕсем «Чăваш çĕрĕн Улăпĕ» кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Ачасене И.Я.Яковлевăн пурнăçĕ, ĕçĕ- хĕлĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ тата И.Яковлев çемйи çинчен каласа пачĕç. Вăл çырнă халалпа паллаштарчĕç, презентаци кăтартрĕç. Ачасем питĕ интересленсе тимлĕн итлесе ларчĕç. Унтан викторина ирттерчĕç. Р.Хамидуллов, А.Николаев, Р.Герасимова, И.Салмина, К.Аполонов викторина ыйтăвĕсене тĕрĕс хуравланипе палăрчĕç. Ачасем те парăмра юлмарĕç, И.Яковлев çинчен сăвăсем каларĕç. К.Аполонов, П.Дряблов, Я.Степанова, Р.Гибатдинов, М.Краснова, К.Тимофеев, В.Чернов тата М.Филиппова сăвăсем вуласа палăрчĕç.
Ачасем библиотекарьсене тав туса тулли кăмăлпа саланчĕç, библиотекăна татах килме пулчĕç.