Шкулти чи чипер те çепĕç чăваш пикене суйларĕç

… Кÿренсен-кÿренмесен те

Ют çĕршыв чиперĕсем, -

Хитререх çав тем тесен те

чăваш çĕрĕн хĕрĕсем.

Ф. Муратов

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче чи чипер те чи çепĕç чăваш пикине суйларĕç. 9-11-мĕш классенче вĕренекен пикесем хăйсемпе паллаштарчĕç, чăваш ташши ташласа кăмăла çĕклерĕç, чăваш юррисене шăрантарса тыткăна илчĕç. Çавăн пекех чăваш апатне хатĕрлес ăсталăхне, ăс-хакăл шайне, сцена çинче тытма пултарнине тата уйрăмах тăван чăваш чĕлхипе калаçма пултарнине кăтартса пачĕç. Хĕр упраçсем тăван халăх йăли-йĕркине, историне аван пĕлни савантарчĕ. Хĕрсем пултаруллă та маттур, илĕртӳллĕ те хӳхĕм — пăхса ытармалла мар.

«Пултаруллă пике» номинаци çĕнтерÿçи Снежана Морозова, «Çепĕç пике» - Анна Николаева, «Ăслă пике» - Кристина Кашина, «Хÿхĕм пике» - Диана Мурзаева. «Чăваш пики» ята 10 б класра вĕренекен Оксана Карсакова тивĕçрĕ.