Настя – виççĕмĕш хут олимпиада çĕнтерÿçи!

Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул  тата Чăваш патшалăх педагогика университетне И.Я.Яковлев ятне панăранпа 55 çул çитнине халалласа олимпиада иртнĕ. Конкурса пурĕ 344 çын хутшăннă. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 1 – 11 класра вĕренекенсем 276-ăн пулнă. Вĕсенчен 65 ача 1-5 классенчен, 102 ача 6-8 классенчен, 109 вĕренекен 9-11 классенчен тупăшнă. Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулти 10б класс вĕренекенĕ Анастасия Шингалова 109 ача хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. Маттур, Настя! Настьăна саламласа малашне те ăнăçу сунатпăр.