1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе кашни çулах нарăсăн 21-мĕшне чĕлхе культурин нумай нацилĕхне, унăн нумай енлĕхне тата нумай чĕлхелĕхне аталантарма пирĕн тивĕç пуррине аса илтерсе тăракан Тĕнчери халăхĕсен тăван чĕлхе кунĕ тесе паллă тăваççĕ.
Ăсчахсем тĕнчере 6 пине яхăн тĕрлĕ чĕлхе тесе палăртаççĕ. Чĕлхе наци культурине палăртакан хатĕр пулса тăрать. Кашни халăх чĕлхи хăйне майлă, кунсăр пуçне тата нацин тĕнче ăнланăвне, йăли-йĕркине палăртакан мелсемпе уйрăлса тăрать. Чĕлхе çыннăн ăс-тăнне йĕркелет. Чĕлхе пĕлни çыннăн тавра курăмне майлаштарма, урăх çĕр-шывăн культурине тарăн курма пулăшать. Мĕн пур чĕлхене чĕлхе тесе йышăнни, кашнинех хисеплени пĕтĕм тĕнчере тăнăçлăх тума май парать.
Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çапла каланă: «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн мĕн пур тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук». Чĕлхе кунне халалласа 5 класра «Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхи» ятпа урок иртрĕ. Ачасем Н.И.Ашмарин ăсчах пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç, тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕç.
Шăпах тăван чĕлхе кунĕнче районта 8-мĕш хут «Наука. Пултарулăх. Аталану» ятпа наукăпа практика конференцийĕ пулса иртрĕ. Комсомольскин 2-мĕш вăтам шкултĕнчен конференцин чăваш чĕлхипе литератури секцине 10а класра вĕренекен Снежана Морозова тата Алевтина Хлебникова хутшăнчĕç. Вĕсем «К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи çут çанталăк сăнарĕ» тĕмăпа тĕпчев ĕçĕ хатĕрлесе тухса калаçрĕç.