Нарăсăн 15-мĕшĕнче пирĕн салтаксем Афган çĕрĕнчен тухни 24 çул çитет. Комсомольски районĕнчен Афганистана интернациллĕ тивĕçĕ пурнăçлама 225 салтак тухса кайнă. Вĕсенчен 36 салтак тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. И.Гаврилов, В.Крылов, В.Тумаков, Ф.Тазетдинов, С.Шмелев вара çак вăрçăра ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.
Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта çак куна палăртса 11а тата 11б класс вĕренекенĕсем Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕл пулчĕç. Чи малтанах Афган вăрçи çинчен Л.Чаркина хатĕрленĕ мультимедийлă презентаципе паллашрĕç. В.Н.Гаврилов, И.П.Сизов, И.В.Мамуткин, Р.М.Шайдуллов ачасене салтак пурнăçĕ çинчен аса илсе каласа пачĕç, иртнĕ пурнăçа паянхи кунпа танлаштарчĕç, хăйсем нимĕнле йывăрлăхра та пуç усманнине палăртрĕç. Шкул пĕтерекенсене сывлăха упрамаллине, çĕр-шыва сыхлама шкул саккинченех хатĕрленмеллине, ăс-тăн енчен çирĕп пулмаллине хытарсах асăрхаттарчĕç, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕхе ачаран хăнăхса пыма, тавçăрулăхпа пултарулăха аталантарма сунса хăварчĕç, вĕренÿре малта пыма ырлăх-сывлăх сунчĕç. Вăрçăра çухатнă юлташĕсене аса илсе шăплăх саманчĕ ирттерчĕç.
Паянхи çамрăксене чылай ыйту хумхантарчĕ: хальхи вăхăтра паттăрсене патшалăх енчен пулăшу пуррипе çукки, йывăр вăхăтра çĕнтерме кам е мĕн пулăшни, хальхи салтаксен пурнăçĕ тата ытти те. Ветерансем кашни ыйту çинех тĕплĕн хурав пама тăрăшрĕç, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе ĕнентерчĕç.
Юлашкинчен ветерансем хăйсен вăрçăри пурнăçне аса илсе юрăсем шăрантарчĕç. Юрă сăмахĕсем ачасене чĕререн тыткăнласа пăлхантарчĕç.
Вĕренекенсем аслă юлташĕсене тав туса асăнмалăх парне сĕнчĕç. Ĕнерхи салтаксене малашне те çирĕп чун-чĕреллĕ пулма ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.